Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Урташ Валентин Андреевич

Валентин Урташ (чӑн ячӗ: Валентин Андреевич Яковлев) — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. 1924 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче Тутарстанӑн Пӑва районне кӗрекен Раккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1973 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

СССР ҪП пайташӗ (1971).

Ҫапӑҫусенче хӑйне хастар кӑтартнӑшӑн ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗпе, медальсемпе чысланӑ.

Кун-ҫулӗ

1941 ҫулта Элшел вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1943-мӗшӗнче вӑрҫа тухса кайнӑ. Фронтран аманса таврӑннӑ хыҫҫӑн Хусанти «Хӗрлӗ ялав» чӑваш хаҫатӗнче ӗҫленӗ. 1944 ҫултанпа Шупашкарта пурӑннӑ, Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн ҫумӗнчи Радиоинформаци комитетӗнче ӗҫленӗ.

Тӑван ялӗнче унӑн палӑкӗ вырнаҫнӑ.

Пултарулӑхӗ

Сӑвӑ ҫырма вӑрҫӑ хыҫҫӑн тытӑннӑ. Халӑхра вӑл сӑвӑҫ-юрӑҫ пек палӑрнӑ. Ун сӑввисемпе ҫӗр ытла юрӑ кӗвеленӗ. Кунпа пӗрлех унӑн прозӑри, сатирӑри ӗҫӗ-хӗлӗ те курӑмлӑ.

Унӑн пурӗ 10 кӗнекене яхӑн пичетленсе тухнӑ: «Ҫурхи кунсем» (1951); «Чун савнӑран» (1958); «Аслӑ йыш» (1966); «Ӑраскал» (1974) тата ыттисем.

Унӑн сӑввисене чылай композитор ҫӗр ытла юрӑ кӗвӗленӗ. Вӗсен хушшинче: «Ҫеҫкереччӗ палан» (А.Асламас), «Калаймарӑм», «Укӑлча умӗнче», «Шупашкарӑм, савнӑ Шупашкарӑм» (Г.Хирбю), «Сарӑ хӗвел хӗртсе пӑхнӑ чух» (Ю.Кудаков), «Саншӑн мар–и», «Юратушӑн юррӑм ман» (Г.Маркиянова) тата урӑххисем.

В.Урдаш чӑвашла А.Мусатовпа В.Каверинӑн ӗҫӗсене куҫарнӑ.

Вуламалли

Чӑвашла

  • Ахун, В. Ятран халал / В.Ахун // Хыпар. — 1996, ҫурла, 8.
  • Владимиров, И. Чӑваш шӑпчӑкӗ пурӑннӑ ҫурт / И.Владимиров // Хыпар. — 2003, ака, 25.
  • Давыдов–Анатри, В. Юрӑ ӑсти // Давыдов–Анатри, В. Юлташсемпе юнашар / В.Давыдов–Анатри. — Шупашкар, 1981. — 95–98 с.
  • Дедушкин, Н. Пурнӑҫа юратса // Дедушкин, Н. Кунҫул уттипе / Н. Дедушкин. — Шупашкар, 1978. — 146–151 с.
  • Дедушкин, Н. Пурнӑҫа юратса, пурнӑҫа мухтаса // Дедушкин, Н. С. Пурнӑҫ илемӗпе хавхаланса / Н. Дедушкин. — Шупашкар, 1988. — 125–129 с.
  • Дедушкин, Н. Яланах халӑхпа пӗрле / Н. Дедушкин // Урташ, В. Ӑраскал / В. Урташ. — Шупашкар, 1974. — 3–12 с.
  • Дворов, Н. Тӑпру ҫӑмӑл пултӑр : сӑвӑ / Н. Дворов // Тӑван Атӑл. — 1993, 1№ — 44 с.
  • Eвстафьев, Н. Валентин Урташ : сӑвa // Eвстафьев, Н. Мускав вӑхӑчӗпе / Н. Eвстафьев. — Шупашкар, 1978. — 166 с.
  • Иванов, С. Урташӑн малтанхи сӑввисем Шӑмӑршӑра пичетленнӗ / С. Иванов // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. — 1997, утӑ, 31.
  • Малов, А. Ҫутӑ чунлӑ талант / А. Малов // Тӑван Атӑл. — 1974, 12№ — 62–67 с.
  • Николаев, А. Улхаш тата Урташ / А. Николаев // Чӑваш ен. — 1997, раштав, 6–13(51№). — 5 с.
  • Петров, К. Халӑха юратнӑ сӑвӑҫ / К. Петров // Хыпар. — 1994, раштав, 20, 21.
  • Цыфаркин, В. «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗнче...» : сценари / В. Цыфаркин // Сувар — 1997, нарӑс, 7 — 2 с.
  • Цыфаркин, В. Урташ ӑраскалӗ / В. Цыфаркин // Сувар — 1995, ҫу, 5.
  • Цыфаркин, В. Урташ ӑраскалӗпе синкерӗ / В. Цыфаркин // Чӑваш ен. — 1994, раштав, 24–31 (52№). — 13 с.
  • Цыфаркин, В. Урташ калавӗсем / В. Цыфаркин // Ялав. — 1987, 2№ — 13 с.
  • Цыфаркин, В. Урташ ячӗпе / В. Цыфаркин // Хыпар. — 1995, кӑрлач, 28.
  • Чепунов, Р. «Укӑлча умӗнче» ҫуралнӑ шухӑшсем / Р. Чепунов // Хыпар. — 1995, утӑ, 15.
  • Чепунов, Р. Урташ сӑввисем / Р. Чепунов // Тӑван Атӑл. — 1969, 4№. — 90–93 с.
  • Шашкин, Д. Урташ ачалӑхӗ / Д. Шашкин // Ялав. — 1984, 12№. — 24–25 с.
  • Шашкин, Д. Урташӑн юлашки юрри / Д. Шашкин // Хыпар, 2002, ҫӗртме, 6.
  • Эльби, В. «Валентин Урташ хӗр кӑтартма ман пата илсе пыратчӗ» / В. Эльби // Капкӑн, 2002, 10№. — 16 с.
  • Юман, А. Шухӑ пулнӑ, шухӑшсӑр ҫӳренӗ / А. Юман // Хресчен сасси. — 1995, ҫурла, 4.
  • Юшков, С. Ҫунатлӑ ӗмӗр юрӑҫи / С. Юшков // Ялав. — 1985, 11№. — 24 с.

Вырӑсла

  • Волков, Л. М. Художественно–стилевые особенности поэзии В. Урдаша / Л. М. Волков // Художественное мастерство чувашских писателей. — Чебоксары, 1986. — С. 25–39.
  • Давыдов–Анатри, В. И словом, и оружием / В. Давыдов–Анатри // Советская Чувашия. — 1985, 10 января.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-02-17 19:26:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14054 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем